Чӑваш Енри ялсенче Wi-Fi урлӑ тӗнче тетелне кӗресси анлӑ сарӑлать. Асӑннӑ оборудование цифра тан марлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа «Ростелеком» предприяти вырнаҫтарать. Ҫывӑх вӑхӑтра 18 пӗчӗк яла ҫак ҫыхӑну ҫитмелле. Вӗсенче 7 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
«Ростелеком» акционерсен обществи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта Wi-Fi сетьпе усӑ куракансен йышӗ 12 хута яхӑн ӳснӗ. Пӗтӗмӗшле йыш 36 пине яхӑн ҫынна ҫывхарнӑ. Иртнӗ ҫулти трафик 2,5 хут ӳснӗ, 9,5 Тб-па танлашнӑ. Интернет-сесси вӑтамран икӗ сехете тӑсӑлнӑ.
Цифра тан марлӑхне петерес тӗллевпе «Ростелеком» пирӗн республикӑра 1000-е яхӑн километров лини сарнӑҫав шутран 370 метрне – 2018 ҫулта. Ҫапла вара тӗнче тетелне Wi-Fi урлӑ кӗме 111 ялти 39 пин ҫынна май туса панӑ.
Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и?
Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен.
Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман.
Чӑваш Енри паллӑ блогер Андрей Федоров тӑван республика ҫинчен ӳкерчӗксемлӗ кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет. Анчах вӑл ахаль кӑларӑм пулмӗ, блогер кӗнеки. Хӑйӗн шухӑш-ӗмӗчӗпе Андрей Федоров Фейсбукра паллаштарнӑ.
Блогер хӑйӗн пулас кӗнеки валли хальлӗхе ҫапларах ят шухӑшласа кӑларнӑ: «Чувашия глазами блогера» (чӑв. Чӑваш Ен блогер куҫӗпе).
Блогер Чӑваш Енпе ҫыхӑ кӑсӑклӑ проектсем тӗнче тетелӗнче хальхи вӑхӑтра темиҫе пуррине палӑртнӑ. Ҫавсен шутне вӑл Максим Ивановӑн «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. Пӗр хутлӑ Чӑваш Ен), Данил Салиховӑн «ЧувЭксп», Алексей Заболотновӑн «#ПушкинвЧувашии» проекчӗсене, Александр Удиковпа Павел Шароновӑн, Илья Степановӑн районсем тӑрӑх ҫӳресе ӳкернӗ фотоотчечӗсене асӑннӑ.
Тӗнче тетелӗ пуррине кура ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне унта палӑртма пултарнине тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Пур чухне те пӗлсех тӗрӗссине ҫыраҫҫӗ-и вӗсем, е ҫук-и — ҫакна татса калама хӗн. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ӗнер Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑха ятласа ҫырнӑ. Унӑн сӑн ӳкерчӗкне те лартса хунӑ, ятне-шывне те асӑннӑ. Ҫынна пули-пулми айӑплама тӑхтас тенӗ енне унӑн ятне эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — пай пуҫлӑхӗ пулма ӑна шаннӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнче кадр выҫлӑхӗ пуҫланнӑ имӗш. Иртнӗ ҫул ҫынсене ӗсрен кӑларма пуҫланӑ пулать. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ҫынсемпе ӗҫлеме пӗлмест тесе ӳпкеленӗ. Вӗренӳ пайӗнчи 4 штат единицинчен 3-шӗнче халӗ ҫын ҫук тесе ҫырнӑ. Ӗҫрен кӑларасран хӑранипе пост авторӗ хӑйӗн ятне кӑтартмассине пӗлтернӗ.
Улатӑр хулинче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша вӑхӑтра турттарманни пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӑшӑрханса унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне ҫирӗплетме сӑн укерчӗксемпе видеосем те вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Кайран прокуратура тӗрӗсленине ӗнентерсе хыпарланӑччӗ. Ҫак йӗркесен авторне хула администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа та калаҫма тӳр килнӗччӗ.
Паян, ав, пӑх та кур — улатӑрсем каллех ҫӳп-ҫап ыйтӑвне хускатнӑ. Улатӑрта ҫеҫ мар, вӑл тӑрӑхри ялсенче те ҫавӑн пек иккен.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, урамсене е тасатмаҫҫӗ, е тасатсан та начар тасатаҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап унта та, кунта та йӑваланать имӗш. Республика влаҫӗсенчен е журналистсенчен кам та пулин курӗ-и тесе чунне ыраттарса ҫырнӑ улатӑрсем.
Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.
Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.
Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.
Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ те ҫулталӑка пӗтӗмлетме кӑмӑллать. Ҫавсенчен пӗри, тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат та, ун пеккине хатӗрленӗ. Алфавитри саспаллисен йӗркипе пухнӑскерте йӗплӗрех те тавлаштаракан самантсене асӑнса тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне «Внучка года» (чӑв. Ҫулталӑк мӑнукӗ) ят панӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, юмахри евӗр номинацире РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин Дмитрий Песковӑн мӑнукне палӑртнӑ.
Хӗр пӗрчӗк амӑшӗпе Шупашкарта пурӑнать иккен. Ачан ашшӗ, Песковӑн ывӑлӗ, ун патне Мускавран килсе тӗрлӗ паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳрет иккен. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев пресс-ҫыруҫӑн ывӑлӗпе мӑнукне хӑнана чӗннӗ имӗш. Ачана Чӑваш Ен ертӳҫипе ҫивитти тӑрӑх ҫӳрени, Атӑл леш енче ҫунашкапа ярӑнни, Элтепер парнине тивӗҫни питех те килӗшнӗ иккен. Ҫакӑн пирки РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин ывӑлӗ Инстаграмра фотоотчет пичетленӗ пулнӑ.
Ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ ҫын, ҫавӑн чухлӗ шухӑш пулӗ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Киремет» страницӑра тавлашуллӑ пӗр ыйтӑва хускатнӑ.
«Сирӗншӗн пур професси те пӗр шайра-и? — пуҫ ватма (тен, юри тавлаштарма-ши?..) хистенӗ унта. — Строитель, водитель, юрӑҫ, aртист, писатель тата ытти те. Халь шутласа пӑхӑр, мӗншӗн строитель, водитель, артист, писатель тата ыттисем те ӗҫленӗ пек туса ларсан ӗҫ укҫи илеймеҫҫӗ, чӑваш эстрада юрӑҫи вара ӗҫленӗ пек туса (юрланӑ пек туса) укҫа тума пултарать? Мӗншӗн? Ытти тар юхтарса укҫа ӗҫлесе илекенсенчен кулни мар-и ку?»
Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, автор фонограммӑпа шӑрантаракансене тата айван сӑмахсемлӗ, кӗвви-ҫемми пиҫсе пӗтмен юрӑсене суйлакансене ӳпкелет курӑнать.
Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн халӑх ниепле те лӑпланаймасть. Маларах ГАЗельсем йӗркесӗр хутлаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнмаҫҫӗ йышши ӳпкев сисӗнкелетчӗ. Халӗ автобус кӗтсе илме йывӑр, хулан пӗр районӗнчен теприне пӗр транспортран тепри ҫине куҫса ларсан тин ҫитме май килет тесе шавлама пуҫларӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулан кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа раштавӑн 13-мӗшӗнче хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ушкӑнсем йӗркеленнине курма кӑмӑллӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ «Контактра» халӑх тетелӗнче «Подслушано ЧӐВАШЛА https://vk.com/podslushano_chavashla ушкӑн асӑрхарӗ. Унӑн хуҫи хӑйӗнпе Enga Cher тесе паллаштарнӑ. «Калаҫ, калаҫ, калаҫсан ҫӑмӑлрах», — тесе ҫырнӑ вӑл. Калаҫма вара «пурнӑҫ, юрату, ултав, савӑшу, уйрӑлу, ырату т.ыт» ҫинчен сӗннӗ.
Ушкӑна пыракан мӗнпур историне авторне пӗлтермесӗр, анонимлӑ, лартма шантарнӑ. «Хурлӑхлине те, кулӑшлине те — йӑлтах ним пытармасӑр, ҫын ҫинче калама юраманнине ҫыратпӑр. Эпир кунта ҫын ҫинче мар, вӑрттӑн калаҫатпӑр. Чи шалти туйӑмсене, чи пытарӑнчӑк шухӑшсене уҫса паратпӑр — эпир кунта никама та пӗлместпӗр, пире те кунта никам та пӗлмест», — тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |